Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар районӗ

Ҫак кунсенче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми пӗрремӗш хут пичетленсе тухнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа Толик Хураски ял вулавӑшӗнче «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхеллӗ поэма» ятлӑ кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.

Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсен кӗнеке ҫӳпҫинче упранакан «Нарспи» поэмӑллӑ пур кӗнекене те кӑларса хунӑ. Вулакансем паллашмалӑх унта вырӑсла кӑларӑмсем те пур.

Чӑн та, ҫак поэма тухнаранпа ӗмӗр ытла иртрӗ пулин те вӑл халӗ те чылай сӑвӑҫа, нумай ҫыравҫӑна, ҫав шутра композитора та хавхалантарма пултарать — ҫӗнӗ сӑвӑ-калав ҫырма, юрӑ хайлама.

 

Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче вырнаҫнӑ клуб-музей ӗҫченӗсем уйӑхра икӗ хутччен килсерен ҫӳреҫҫӗ. Кашни вулакана кӗнекепе тивӗҫтерес тесе ырма-канми тӑрӑшаҫҫӗ: вулавҫӗсем ыйтакан кӗнекесемпе тивӗҫтереҫҫӗ, ҫӗннисем пирки каласа параҫҫӗ.

Куҫса ҫӳрекен вулавӑшпа тӑтӑшах усӑ куракансен шутне пушӑн 8-мӗшӗнче 92 ҫул тултаракан Трофимова Клавдия Ивановна та кӗрет. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче 4 ача ӳстерсе 8 мӑнукпа тата мӑнуксен 7 ачипе савӑнса пурӑнакан кинемей чӑвашла хаҫат тата кӗнеке вулама юратать. Вулавӑш ӗҫченӗсем те вӑл ыйтнӑ кӗнекесене вӑхӑтра илсе килсе пама тӑрӑшаҫҫӗ!

 

Кӑҫал, акан 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республики Гимнӗн авторӗ Герман Степанович Лебедев композитор 100 ҫул тултарать. Шупашкар районӗ ҫак паллӑ куна тӗрлӗ мероприятисемпе кӗтсе илме палӑртрӗ. Уявсен сӗвемне Г.С.Лебедев ҫуралнӑ Салапайкасси ялӗнче пуҫлама йышӑнчӗҫ.

Акӑ, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Салапайкассинчи шкула районти тӗрлӗ вырӑнсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем: Тутаркасси, Кӳкеҫ, Шӑмӑш, Анат Кӗнер, Вӑрман-Ҫӗктер шкулӗсенчи ачасен фольклор ушкӑнӗсем, Иккассипе Хыркассинчи халӑх вокал ансамблӗсем килсе ҫитрӗҫ. Ҫак пысӑк уява Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Егоров Георгий Иванович, район администрацийӗн пӗлӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Романов Борис Григорьвич, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Хорсев Николай Евгеньвич тата ытти паллӑ ҫынсем те хутшӑнчӗҫ.

Малалла...

 

Уявра. Г. Тафаев сӑнӗ
Уявра. Г. Тафаев сӑнӗ

«Ҫӑлкуҫ» кафере ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Сурхури уявне уявларӗҫ. «Ҫӑлкуҫ» кафе уявсен пӳлӗмӗ пысӑках мар пулин те лӑк тулли халӑх пухӑнчӗ кунта. Юхма Мишши, Иван Христофоров, Владимир Агеев, Анатолий Кипеч, Виталий Станьял, Николай Лукианов, Юрий Исаев, Геннадий Тафаев тата ыттисем. Пурне те каласа та пӗтереймӗн. Ҫавӑн пекех хӑнасен йышӗнче Кейт Линдси американ хӗрӗ тата Слакпуҫри (Пушкӑртстан) К. Иванов музей-ҫуртне йӗркеленӗ паллӑ таврапӗлӳҫӗн Пётр Кудряшовӑн ывӑлӗ Василий пулчӗҫ.

Кӗрекене «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин (ҫак уява йӗркелекенӗ) уҫрӗ. Вӑл фонд ӗҫӗсемпе кӗскен паллаштарчӗ. Кӑҫал хулара Сурхурине уявлама пуҫлани 10 ҫул ҫитет иккен — пӗрремӗш хут ӑна Чӑваш наци музейӗн ҫуртӗнче, директор вырӑнӗнче Эдуард Бахмисов ӗҫленӗ вӑхӑтра ирттернӗ.

Малалла...

 

Кирек мӗнле ӗҫӗн те йӗрки пур. Чӑваш алфавитӗнчи мӗн пур саспаллисемпе усӑ курса ҫырмалли предложенисен конкурсне те пӗтӗмлетме вӑхӑт.

Чи малтанах конкурс пирки пӗр-ик сӑмах. Пурте ку конкурса мӗнле шутласа тупни пирки ыйту параҫҫӗ. Алфавитри пур саспаллипе те усӑ курса ҫырнӑ предложение панграмма теҫҫӗ, вырӑсла хитререх каласан «разнобуквица» тени пулать ӗнтӗ. Кунашкал тӗслӗхсем вырӑс, украин, акӑлчан, нимӗҫ, француз, чех, пӑлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халӑхсен чӗлхипе тупса вулама пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче типографи валли саспаллисем шӑратса шрифтсем епле ҫапӑннине курма кирлӗ пулнӑ-ха ку япала. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шрифтсем шутласа тупаҫҫӗ: вӗсен ячӗсем те тӗрлӗрен — пурне пуҫра асра тытса пӗтереймӗн! Анлӑ сарӑлнӑ «Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложение Microsoft 1990 ҫултанпа усӑ курать. Артемий Лебедев панграммӑсене чылай ҫул хушши пухнӑ, ун патне ҫынсем хӑйсен предложенийӗсене яра-яра панӑ.

Чӑваш ҫырулӑхӗн хӑйӗн историйӗ пур. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ улшӑнусем пулнине те вулакан аванах пӗлет пулӗ.

Малалла...

 

Ку конкурса йӗркелӳҫӗсем чӑвашсен пӗрремӗш букварӗ пичетленсе тухнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта пур ӳсӗмри ҫын та хутшӑнма пултарать: шкул ачисем те, мӑннисем те. Ушкӑнпа ҫырнӑ ӗҫсене те йышӑнаҫҫӗ.

«Съешь же ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложенире вырӑс алфавичӗн мӗн-пур саспаллийӗ вырнаҫнӑ. Кам та кам чӑваш алфавитӗнчи мӗн-пур саспаллипе (37) усӑ курса чӑвашла предложени ҫырса парать, ҫавна пысӑк ПАРНЕ кӗтет.

Ӑмӑрту йӗрки:

1) Предложенире чӑваш алфавичӗн пур саспаллийӗ те пулмалла.

2) Камӑн илемлӗрех предложени пулать тата сас паллисен шучӗ чи сахалли (50-55 сас паллирен ытла мар!) — ҫав ҫӗнтерӳҫӗ пулать.

3) Предложенисене (Word 2007 форматпа ҫырнӑ) ҫирӗплетнӗ файлпа ҫак адреспа ярса памалла: Majkl67@mail.ru

Хӑвӑр ҫинчен пӗлтерме ан манӑр — хушамат, ят, ашшӗ ячӗ, миҫе ҫултине кӑтартӑр, ӑҫтан пулнине те туллин ҫырӑр. Хӑвӑрпа ҫыхӑнмалли телефона кӑтартма ан манӑр.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ — 2012 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.

 

Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр. Васкӑр!

Ыйтса пӗлмелли телефон — 8-927-860-72-05 Евгений Александрович Майков

Шупашкар районӗ, Кӑшавӑшри вӑтам шкул.

Малалла...

 

Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Ишекри КВЦ ҫумӗнчи Андреев А.Н. ертсе пыракан фольклор ушкӑнӗ ялта вырнаҫнӑ Александр Мироновӑн «Тавраш» ятлӑ музейре пулса курчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнана пӗрле ветерансен канашӗн председателӗ Кудрганова Н.А., «Мӑн Марка ИКЦ» МБКУ директорӗ Нестерова И.П. пычӗҫ.

Александр Николаевич Миронов — тава тивӗҫлӗ таврапӗлӳҫӗ, вӑл хӑйӗн килӗнче музей йӗркеленӗ. Темиҫе ҫул хушши вӑй хурса ӗҫленӗ хыҫҫӑн музейри экпонатсен шучӗ пинрен те иртнӗ. Шел те, сывлӑх хавшанӑран час-часах тухса ҫӳреймест вӑл халь.

Хӑнасем килнӗ ятпа Александр Николаевич музейпе паллаштарчӗ, хӑйӗн несӗл йывӑсси пирки каласа пачӗ. Ишек ялӗ епле пулса кайни пирки те сӑмах хушрӗ вӑл. Музей йӗркелӳҫин кӑткӑс калавӗ хӑнасене питӗ кӑмӑла кайрӗ. Тав туса вӗсем темиҫе юрӑ шӑрантарса пачӗҫ.

Каласа хӑварас пулать: Ишекре унсӑр пуҫне тепӗр музей те пур, пысӑкраххи — Ишекри таврапӗлӗвӗн халӑх музейӗ. Ӑна 1983 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче уҫнӑ, икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ.

Малалла...

 

Чӑваш Республикин Шупашкар районӗ кӑҫал 85 ҫул тултарчӗ. Ҫавра датӑна тӗп хуламӑрти Оперӑпа балет театрӗнче паллӑ туса ирттерчӗҫ. Театрӑн пысӑх залӗнче пухӑннӑ халӑхӑн савӑк кӑмӑл-туйӑмне юрӑ-ташӑ ӑстисем самай ҫӗклерӗҫ. Вӗсен пултарулӑхне куракансем алӑ ҫупса хакларӗҫ.

Юбилейра ҫавӑн пекех халиччен пурнӑҫ­ланӑ ӗҫ­сен тата тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакансен ӗҫӗ-хӗлне те пӗтӗмлетрӗҫ. «Атлашевский» ял хуҫалӑх кооперативӗн тухтӑрӗ Нина Митрофанова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫ­лӗ ветеринари тухтӑрӗ», хушма хуҫалӑхӑн пуҫ­лӑхӗ Христофор Макаров «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫ­лӗ ӗҫ­ченӗ», «Смак-Агро» ТМЯО тракторисчӗ Олег Илендеев «Чӑваш Республикин тава тивӗҫ­лӗ механизаторӗ» ятсене тивӗҫрӗҫ. Унсӑр пуҫне ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ, Культура, национальноҫ тата архив ӗҫӗсен министерствисем те тӑрӑшуллисем валли Хисеп грамотисем, Тав хучӗсем хатӗрленӗ. Вӗсене тивӗҫекенсем те чылайӑн пулчӗҫ. Шупашкар район администрацийӗ те лайӑх ӗҫ­лекенсене Хисем грамотисемпе, дипломсемпе чысларӗ.

Малалла...

 

ЮПА
20

Кӗрхи бал
 Аçтахар Плотников | 20.10.2012 13:23 |

Йӑршу ялӗ
Йӑршу ялӗ

Ҫулталӑкӑн кашни вӑхӑчӗ илемлӗ. Кӗркунне хӗвел ҫу кунӗсенчи пек хытӑ хӗртмест, ҫумӑр ҫӑвать пулин те тавралӑх ылтӑн айне путнӑ тейӗн. Унта та кунта хӗрлӗ, хӑмӑр, сарӑ ҫулҫӑсен айӗнче ларакан йывӑҫсем хӑйсен илемӗпе савӑнтараҫҫӗ. Юпан 13-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Йӑршу шкулӗн вӗрентекенӗсен «Кӗрхи бал» уявӗ иртнӗ.

Ачасем конкурссене тӑрӑшса хатӗрленсе хӑйсене хастар кӑтартнӑ. Вӗсем костюмсем ҫӗленӗ, кӗр ҫинчен сӑвӑсем, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем вӗреннӗ, хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ.

Уяв вӗҫӗнче пурте пылак парнесене тивӗҫнӗ.

 

ЮПА
15

Суя укҫа
 jakut8 | 15.10.2012 20:26 |

Асӑрхануллӑ пулӑр
Асӑрхануллӑ пулӑр

Шупашкар районӗн полици ӗҫченӗсем Дагестан Республикинчен килнӗ икӗ арҫынна чарнӑ. Вӗсем Кӳкеҫри «Апат-ҫимӗҫ» лавккинче РФ суя банкнотне тыттарса хӑварнӑ. Сутуҫӑ хӗрарӑм туянакан тухса кайсан анчах парса хӑварнӑ укҫа чӑн маррине сиснӗ, хайхискер тӳрех пӑтӑрмах пирки Шупашкар районӗн полици уйрӑмне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Нумаях пулмасть ют регион номерлӗ автомашинӑна Хыркассинчи постра чарнӑ. Тимлӗ инспекторсем пассажир сумкинчен 5000 тенкӗлӗх 2 укҫа курӑннине асӑрханӑ. Дагестан ҫыннисем тӳрре тухма хӑтланман, унсӑр пуҫне автомашинӑра пытарнӑ ытти купюрӑсене те кӑтартнӑ. Унта 5000 тенкӗлӗх 84 хут укҫа пулнӑ.

Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑскерсене РФ тӗп билечӗсене туса кӑларнӑшӑн, упранӑшӑн тата вырӑнтан вырӑна куҫарса ҫынсене улталанӑшӑн айӑпланӑ. Вӗсене 6 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ, унсӑр пуҫне 400 пин тенкӗ штраф тӳлеме йышӑннӑ.

Аякра пурӑнакансем Чӑваш Ене килсе суя укҫа вырнаҫтарни тӑтӑшах пулать. Ҫакнашкал преступленисене тӑвакансенчен чылайӑшӗ Кавказ тӑрӑхӗнчен.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 174, 175, 176, 177, 178, 179, 180, 181, 182, 183, [184], 185, 186, 187, 188, 189, 190, 191, 192, 193, 194, ... 197
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 18

1947
78
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
63
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ